Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӗҫ вырӑнӗсем

Политика

Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫлекен Ольга Рассановӑна ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Ольга Евгеньевна министерствӑри ҫемҫе пукана пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пушатӗ.

Ольга Рассанова министр ҫумӗ пулса ӗҫлеме 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Вӑл ун чухне 51 ҫулта пулнӑ.

Министр ҫумӗ пулма тивӗҫ пулнӑ хӗрарӑм Киров облаҫӗнче ҫуралнӑ, Мускаври потребкоопераци университечӗн Шупашкарти коопераци институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл — экономика наукисен кандидачӗ, доцент.

Министр ҫумне лариччен Ольга Рассанова Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче экономика тишкерӗвӗн, стратеги енчен планлас тата прогноз тӑвакан пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.

 

Политика
Алексей Матросов
Алексей Матросов

Муркаш округӗн пуҫлӑхӗ Алексей Матросов хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫ вырӑнне пушатнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» кӑларӑм пӗлтерет. Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пухӑннӑ Муркаш округӗн депутачӗсем пуҫлӑхӑн заявленине тивӗҫтернӗ, ӗҫ вырӑнне пушатнипе килӗшнӗ.

Халӗ Алексей Матросов вырӑнӗнче вӑхӑтлӑха унӑн пӗрремӗш ҫумӗ ӗҫлӗ. Вӑл — тирпей-илем кӗртес тата территорисене аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Мясников.

Алексей Матросов Муркаш тӑрӑхне 2022 ҫултан ертсе пыма тытӑннӑ. 2025 ҫулта ӑна тӑлӑх ачасем валли начар хваттерсем туянса панӑшӑн судпа айӑпланӑччӗ. Суд ӗҫе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Муркаш округӗн пуҫлӑхне пуҫиле яваплӑхран хӑтарнӑ. Халӗ вӑл хӑй ирӗкӗпе ӗҫ вырӑнне пушатнӑ.

 

Политика
Дмитрий Красновӑн телеграм-каналӗнчи сӑн
Дмитрий Красновӑн телеграм-каналӗнчи сӑн

Чӑваш Республикин вице-премьерӗ пулнӑ Дмитрий Краснов ӑҫта ӗҫлени паллӑ. Тӳрех аса илтерер: вӑл 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вице-премьер должноҫӗнчен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑччӗ. Унта вӑл 3 уйӑх ӗҫленӗ. Вице-премьер пулнӑ чухне вӑл промышленноҫ, экономика тата туризм ыйтӑвӗсемпе тӑрӑшнӑ. Унччен вара, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен, ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗ пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра Дмитрий Краснов Донецк Халӑх Республикин экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Ку хушӑва регион пуҫлӑхӗ Денис Пушилин паян, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн малашне ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ пулӗ. Кун пирки Олег Алексеевич халӑх тетелӗсенчи хӑйӗн страницисенче пӗлтернӗ.

Ку тивӗҫе Элтепер Наталия Воскресенскаяна шаннӑ. Наталия Валерьевна республикӑра «Кадрсем» наци проектне мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑраканни пулӗ.

Палӑртса хӑварар: Наталия Воскресенская 2002 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хальччен вӑл ЧПУра хушма пӗлӳ паракан центр пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Вӑл – экономика ӑслӑлӑхсен кандидачӗ тата РФ Вӗренӳ министерствин Социоцентрӗн опытлӑ эксперчӗ.

 

Политика

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енре управленийӗн пуҫлӑхӗ улшӑннӑ. Ку должноҫе вӑхӑтлӑха Татьяна Гермонова пурнӑҫлать.

Вӑл 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнченпе ертӳҫӗ ҫумӗ пулнӑ. Халӗ вӑл Надежда Луговская кайнӑ хыҫҫӑн ертӳҫӗ тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха хӑйӗн ҫине илнӗ.

Надежда Луговская кӑҫал 65 ҫул тултарнӑ. «Чеб.ру» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл патшалӑх службинчен каймасть, Мускав облаҫне ӗҫлеме куҫать. Вӑл Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленине 2011 ҫултанпа ертсе пынӑ.

 

Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумне Максим Гришина ӗҫрен кӑларнӑ.

Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ документа республикӑн Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков алӑ пуснӑ.

Максим Гришин ку должноҫре пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл Мари Элти Информаци технологийӗсемпе вӗренӳ пахалӑхне хаклакан центра ертсе пынӑ.

 

Республикӑра
21.fsin.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
21.fsin.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Куславккари юсанмалли 5-мӗш колонире (вӑл — хӗрарӑмсен пӗтӗмӗшле режимлӑ колонийӗ, унта 906 ҫынлӑх вырӑн пур) ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку пукана шалти службӑн подполковникне Павел Кирюхина шанса панӑ.

52 ҫулти Павел Анатольевич 1993-2011 ҫулсенче Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче тӑрӑшнӑ. 2011 ҫулти ака уйӑхӗнче Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен службинче тӑрӑшма пуҫланӑ.

 

Персона
Телеграмри t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Телеграмри t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ялӗнчи Юрий Илюшкин Камчаткӑра апат пӗҫерет. Чӑваш арҫынни «Берингия Авача» ӑмӑртура шеф-поварта ӗҫлет иккен. Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл унта хутшӑнакансен тата каюрсен апатланӑвӗшӗн яваплӑ, унӑн команди вӗсене тутлӑхлӑ апат ҫитерет. Юрий Илюшкин шаркку, борщ та пӗҫерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/17023
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР промышленноҫ министрӗн малашне ҫӗнӗ пӗрремӗш ҫум пулӗ. Ку пукана Александр Смирнов йышӑннӑ. Вӑл ку сферӑра 20 ҫула яхӑн ӗҫлет.

Александр Сергеевич инженерта ӗҫленӗ, техника пайӗн ертӳҫи пулнӑ. 2025 ҫулта вара «Ертӳҫӗсен команди» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл «ФортДиалог» проектсен ертӳҫи пулнӑ.

Аса илтерер: унчченхи пӗрремӗш ҫума Евгений Теллина кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче должноҫрен кӑларнӑ.

 

Политика
Чӑваш наци телекуравӗн архивӗнчи сӑн
Чӑваш наци телекуравӗн архивӗнчи сӑн

ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн пресс-секретарӗ пулнӑ Борис Краснов Киров облаҫӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл унта та ҫав должноҫех йышӑннӑ.

Аса илтеретпӗр: Олег Николаев ӑна 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен ӗҫрен кӑларнӑ. Шӑп ҫав кун Элтепер Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнӑ.

Борис Краснов пресс-секретарьте 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унтан кайсан вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра студентсене вӗрентнӗ, «Воин» ҫарпа спорт хатӗрленӗвӗн тата патриотлӑх воспитанийӗн центрне ертсе пынӑ. Халӗ вара Киров облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн — пресс-секретарӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 138
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ